Палӑк умне тасатса тирпӗй кӗртесси - пирӗн таса тивӗҫ

Палӑк умне тасатса тирпӗй кӗртесси - пирӗн таса тивӗҫ

Вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ ентеш-салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк умне тасатса тирпӗй кӗртесси - пирӗн таса тивӗҫ. Ҫак шухӑша тӗпе хурса Елчӗк муниципаллӑ округӗн Курнавӑш вӑтам шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекенсем хӑйсен ěçне пурнӑҫласах тӑраҫҫӗ. Паян та акӑ вӗсем ӗҫ хатӗрӗсем илсе палăк йӗри-тавра  шӑлса тасатрӗҫ, чечек акмалли вырӑна тирпейлерěç.

«Эпир вӑрҫӑра пуҫ хунисен умӗнче ӗмӗр парӑмра. Пирӗн вӗсем ҫинчен нихҫан та манма юрамасть. Вӗсем пирӗн ҫутӑ малашлӑхшӑн пуҫӗсене хунӑ, ҫакна нихӑҫан та асран кăлармăпăр»,- ҫапла пӗтӗмлетӳ туса килӗсене саланчӗҫ вӗренекенсем.