Халӑх вӗрентекенӗ Петр Никифорович Чернов 95 ҫулта

Халӑх вӗрентекенӗ Петр Никифорович Чернов 95 ҫулта

Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче ҫуралса ӳснĕ паллă вĕрентекен тата пуҫаруллă ертӳҫĕ – Петр Никифорович Чернов ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 95 ҫул тултарать. Паллă вĕрентекене халалласа Елчĕкри вăтам шкулта «Халăх вĕрентекенĕ Петр Никифорович Чернов 95ҫулта» ятпа курав уҫăлчĕ. Петр Никифорович общество ĕҫĕнче хастар пулнă: учительсен районти профсоюз организацине 14 ҫул ертсе пынă, ăна район Совечĕн депутатне темиҫе хутчен те суйланă. Унăн хушаматне Пысăк Совет  Энциклопедине кĕртнĕ.

  Пуҫаруллă ертӳҫĕ 20 ытла наукăпа методика ĕҫĕсен , «Пурнăҫ таппи» кĕнеке авторĕ. Вăл Пĕтĕм Союзри учительсен съездне те хутшăннă.  

Петр Никифоровичăн пултарулăхĕ чăннипех те пысăк хисепе тивĕҫлĕ. Ăна  «РСФСР тата Чăваш АССР шкулĕсен тава тивĕҫлĕ вĕрентекенĕ» тата СССР халăх учителĕ ятне панă. Петр Никифорович 40 ҫул ытла ҫамрăк ăрăва пĕлӳпе воспитани панă, ҫав шутран чĕрĕк ĕмĕре яхăн Елчĕкри вăтам шкула ăнăҫлă ертсе пынă. Пирĕн мăн асаттесем чăвашран та ăслă ҫынсем, вăйлă ҫынсем, пултаруллă ҫынсем тухасса хытă шаннă. Халăх шанăҫне унăн мухтавлă ывăлĕсем тӳрре кăларчĕҫ. Вĕсем хăйсен пархатарлă ĕҫĕсемпе ят-сума, мухтава тивĕҫлĕ.